Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗнче пурӑнакансем ҫула юсасса тахҫанах кӗтнӗ. 2017 ҫулта ку ӗҫе «Партнер-Холдинг» порядчикӑн тумалла пулнӑ, анчах вӗсем ҫул сарма тытӑнман та. Ҫавна май килӗшӗве пӑрахӑҫлама тивнӗ.
2018 ҫулта «Дорстрой» организаципе килӗшӳ тунӑ. Кун хыҫҫӑн тин ҫӑкалӑхсем ҫӗнӗ ҫулпа пушмакпа шаклаттарса утма тытӑннӑ. «Ҫул мар, машинӑсем тупӑшмалли трасса», - унччен ял ҫыннисем ҫапла кулянса каланӑ.
«Дорстрой» 2,3 ҫухрӑм, 4,5 метр сарлакӑш ҫула 33,9 миллион тенкӗпе тунӑ. Технадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул пахалӑхӗпе тивӗҫтерет.
2019 ҫулта Чӑваш Енре ялсенче вырнаҫнӑ 30 шкулта спортзала юсӗҫ. Ку тӗллевпе федераци хыснинчен - 28,2 миллион тенкӗ, республика хыснинчен 902 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ку ӗҫе муниципалитетсем те тӳпе хывӗҫ.
Улатӑр, Патӑрьел, Элӗк, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Шӑмӑршӑ, Шупашкар, Тӑвай районӗнсенче икшер шкула юсаса ҫӗнетӗҫ. Вӑрнар, Йӗпреҫ, Красноармейски, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Елчӗк тата Вӑрмар районӗсенче пӗрер шкул валли укҫа уйӑрнӑ. Канаш тата Етӗрне районӗсем чи телейлисем – вӗсенче виҫшер спортзал ҫӗнелӗ.
Палӑртмалла: Чӑваш Енре юлашки 5 ҫулта 150 шкулта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Хальлӗхе вӗренӳ учрежденийӗсен 7 проценчӗ вуҫех те спортзалсӑр.
Ӗнер Раҫҫейре гоеграфи диктантне ҫырнӑ. Ку акцие Чӑваш Ен те хутшӑннӑ. Республикӑра тӑватӑ лапам ӗҫленӗ: Шупашкарта, Пӑрачкав, Улатӑр, Комсомольски, Етӗрне тата Йӗпреҫ районӗсенче. Шупашарта вара виҫӗ лапамра диктант ҫырнӑ. Тӗп лапама – И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе географи факультетне – 600 ытла ҫын пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче студентсем, шкул ачисем, географи вӗрентекенӗсем пулнӑ. Чи ҫамрӑкки Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 6-ри ача пулнӑ, чи асли вара – ЧПУн 74 ҫулти профессорӗ.
Акци вӗҫленмен-ха. Ӗнер пӗлӗве тӗрӗслеме ӗлкӗреймерӗр тӗк диктанта онлайн мелпе ҫырма май пур. Вӑл чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 14 сехетре вӗҫленӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Березовка яялӗнче пурӑнакансем Йӗпреҫе илсе ҫитерекен ҫул питӗ япӑх лару-тӑрура пулни пирки пӗлтерсе РФ Президенчӗ патне петици ҫырни ҫинчен сайтра хыпарланӑччӗ. Шӑтӑк-путӑклӑ ҫула 2019 ҫулта юсама пуҫлӗҫ ахӑртнех. Кун пирки ЧР Транспорт министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Хальлӗхе ӑна мӗнле укҫапа тӑвас ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ. Ӑна ахаль кӑна юсанипе ҫырлахма ҫук, вӑл 1-2 ҫултан каллех арканӗ. Ҫула тӗплӗн юсамалла, ку вара ҫӗннине сарнипе танах.
Аса илтерер: петицие йӗреҫсем Change.org сайтра вырнаҫтарнӑ. 20 ҫухрӑм ҫула 10 ҫул ытла юсаман. Автобус икӗ рейс тӑвать, анчах хӑш чухне вӑл та килмест. Таксистсем вара 1000 тенкӗ ыйтаҫҫӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Березовка ялӗнче пурӑнакансем чӑтайман – Владимир Путин патне петици ҫырнӑ. Халӑха Йӗпреҫрен яла илсе ҫитерекен ҫул ытла та хӑрушӑ пулни пӑшӑрхантарать.
Общество транспорчӗ пӗрре урлӑ кӑна ҫӳрет, васкавлӑ медпулӑшу 40 минутран килет. Ара, хӑлтӑр-халтӑр ҫулпа хӑвӑрт ҫӳреймӗн. Ӑна 10 ҫул ытла юсаман. 20 ҫухрӑм ҫула 40 минутра ҫеҫ парӑнтарма пулать-мӗн. Общество транспорчӗпе те ыйту ҫивӗч. Расписанире – икӗ рейс, анчах вӗсем те пурте ҫӳремеҫҫӗ, мӗншӗн тесен водительсем кунашкал ҫулпа кайма хирӗҫ. Таксистсем вара 1000 тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Ял ҫыннишӗн ку пысӑк укҫа.
Петицие Change.org сайтра вырнаҫтарнӑ. Вӑл - Владимир Путин, Михаил Игнатьев Элтепер, Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров валли.
Ҫул япӑх пулсан та Йӗпреҫе тухса кӗмелли тупӑнать. Ялта пульница, аптека, лавкка ҫук. Петицире палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ҫулпа ҫывӑх ялсенче пурӑнакан 1105 ҫын усӑ курать. Анчах вырӑнти тата республика ертӳлӗхӗ сахал ҫыншӑн ҫул сарнинче уссине курмасть-мӗн. Ҫак ялсенче пурӑнакансен ачисем, мӑнукӗсем пуррине шута илеҫҫӗ-и вӗсем? Вӗсем те яла тӑванӗсем патне килсе ҫӳреҫҫӗ-ҫке-ха.
Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнчи ҫынсем патне те савӑнӑҫ ҫитнӗ. Унта ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ. Вӑл 800-е яхӑн ҫынна медицина пулӑшӑвӗ парӗ.
Пысӑк Упакассинче пурӑнакансен район центрӗнчи пульницӑна ҫитмешкӗн 10 ҫухрӑм парӑнтармалла. Ялтах фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлни вара ваттисемшӗн те, вӗттисемшӗн те питӗ меллӗ.
Кунта йӑлтах вӗр-ҫӗнӗ те хӑтлӑ: фельдшер йышӑнакан пӳлӗм, процедура пӳлӗмӗ, кӗтмелли вырӑн, эмел упрамалли вырӑн, санузел, тамбур… ФАП заведующийӗ Римма Георгиевна Еникова медицина тытӑмӗнче 46 ҫул ӗҫлет. Вӑл – аслӑ квалификаци категориллӗ фельдшер.
Чӑваш Ен ертӳҫисем «Мускав – Чулхула – Хусан» автоҫул валли ултӑ районта ҫӗр уйӑрма палӑртаҫҫӗ. Объекта «Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» транспорт коридорӗ проекта пурнӑҫланӑ май тӑвасшӑн.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ТАСС хыпарланине ӗненсен, Китайпа Чӑваш Ене ҫыхӑнтаракан автомобиль ҫулӗ валли Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсенче «Мускав – Чулхула – Хусан» ҫул валли ҫӗр уйӑрмалла.
Мускавран Хусана каякан автомагистраль тӑршшӗ 729 км пулмалла. Ӑна тума 550 млрд тенкӗ уйӑрмалла. Ҫула 2024 ҫул тӗлне туса пӗтересшӗн.
Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлусенчен пӗринче ку проекта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «аслӑ стройка» тесе хакланӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкасси тӑрӑхӗнче пурӑнакансем тилӗрен текех хӑрамаҫҫӗ. Аса илтерер, кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл енче пӗр ҫыннӑн уйрӑм хушма хуҫалӑхӗнче вилнӗ тилле асӑрханӑ. Выльӑх тухтӑрӗсем лабораторире анализ ирттернӗ те вилнӗ тилӗ урнӑ чир ертнине палӑртнӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑ Чӑваш Енӗн Элтеперӗн ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшенчи йышӑнӑвӗпе унта карантин тесе йышӑннӑччӗ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх ветеринари служби урнӑ чире сарас мар тесе комплекслӑ план хатӗрленӗччӗ. Вилнӗ тилле тупнӑ тӑрӑхра урнӑ чире сарас мар тесе специалистсем ятарлӑ мероприятисем ирттернӗ.
Урнӑ чир сарӑлас хӑрушлӑх пӗтнине кура паянтанпа вӑл тӑрӑхра карантин мерине пӗтерме йышӑннӑ. Ҫынсен вӑл чиртен текех хӑрамалла мар.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн эксперчӗсем Чӑваш Енри чи ванса-япӑхса пӗтнӗ ҫулсене палӑртнӑ. Списока, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, влаҫра ӗҫлекенсем патне ярса панӑ. Вӗсен кӑлтӑка пӗтерме мера йышӑнмалла.
Ҫулсене пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн регионти хастарӗсем шӑтӑк-путӑклӑ ҫулсен рейтингне хатӗрленӗ. Списокра Шупашкарти Лапсар тата Ишлей проезчӗсем ҫӳлти йӗркесене йышӑнаҫҫӗ.
Рейтингра пӗтӗмпе — 231 объект. Япӑх ҫул тесе Шупашкарти Иван Яковлев проспектне те хаклаҫҫӗ иккен. Тӗп хуламӑрти Граждан, Хабиб Миначев урамӗсенчи япӑхнӑ вырӑнсене те начар ҫулсен йышне кӗртнӗ.
Республикӑри ытти-район хулана илсен, Улатӑрти, Канашри, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи ҫулсем пур.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем уй-хирте малалла тимлеҫҫӗ. Паян вӗсем ҫӗртме сухи тӑваҫҫӗ, ҫӗр улми кӑлараҫҫӗ, пахчаҫимӗҫ пухса кӗртеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах кӗрхисене акассипе те аграрисем ҫине тӑраҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тарӑх, кӗрхи пӗрчӗллӗ культурӑсене авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне республикӑра 99,7 пин гектар акнӑ, ку вӑл планпа пӑхнин 95 проценчӗ пулать. Сӑмах май, ҫулталӑк каяллахи ҫак кун 64 пин гектар е 61 процент кӑна акнӑ.
Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче планпа пӑхнинчен 22 процент ирттерсе акнӑ, Ҫӗрпӳ районӗнче — 2,4 процент, Муркаш районӗнче — 1,6 процент. Етӗрне, Йӗпреҫ, Елчӗк районӗсем те плана тултарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |